Этнопедагога асăнса чечек çыххисем хурăпăр

Этнопедагога асăнса чечек çыххисем хурăпăр

Чăваш Енре кăна мар, Раççей Федерацийĕнче тата пĕтĕм тĕнчипе паллă этнопедагог Геннадий Никандрович Волков академик пурăннă пулсан кăçал юпан 31-мĕшĕнче эпир унăн 93 çулне паллă тунă пулăттăмăр. Академикăн çутă сăнарне асра тытса Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче юпа уйăхĕнче «Вĕрентекенĕн этнопедагогика ăсталăхне профстандартра тата çĕнетнĕ ФГОСра кăтартнă пек аталантарасси» темăпа педагогсен ăслăлăхпа меслетлĕх конференцийĕ иртрĕ. Кăçал ăна Шупашкарăн тăван (чăваш) чĕлхипе литература пĕрлĕхĕ çумĕнчи «Г.Н. Волков академикăн чун-чĕм эткерлĕхĕ» пĕрлешÿ дистанци мелĕпе йĕркелерĕ. Конференци пĕр шухăшлă хастарсене саккăрмĕш хут (хальхинче интернет çыхăнăвĕпе) пухрĕ. Çирĕм ултă учитель çирĕм пĕр ĕç тăратрĕç. Конференцие Чăваш Республикин педагогĕсем кăна мар, çулсерен Тутарпа Пушкăрт Республикисем те хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул инçе çула кĕскетсе 92 çула çитсе пыракан Валентин Спиридонович Давыдов, Аслă вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Улатăр тăрăхĕнчен конференцие килсе çитнĕччĕ.

Паллă ăсчахăн ĕçне малалла тăсма тăрăшакансем, пултаракансем Шупашкар хулинче сахал мар. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче, шăп Г.Н. Волков этнопедагог çуралнă кун, йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕр çемьери çынсем пек туслăн пухăнса, унăн палăкĕ умне 11 сехетре чечек çыххисем хурăпăр. Пурне те асăннă мероприятие тулли кăмăлтан йыхравлатпăр.



29 октября 2020
09:25
Поделиться